IR TVӑн ҫӗнӗ кӑларӑмӗ пирки тӗнче тетелӗнче, «Контактра», «Ирӗклӗх» ушкӑн пӗлтернӗ. Унта ҫырнӑ тӑрӑх, «ниепле те сиктерсе хӑварма ҫук».
Чӑн та, эпир те итлерӗмӗр. Чӑваш наци юхӑмӗн хальхи тӑрӑмӗпе пуласлӑхӗ пирки Сантр Савкилта чӗлхеҫӗ, ӑсчах, чӑваш хастарӗ, Илле Иванов публицист тата кӑларӑма ертсе пыракан Илья Алексеев пӗр сехете яхӑн сӳтсе яврӗҫ. Кӑларӑмра вырӑсла калаҫрӗҫ.
Чӑваш наци юхӑмӗ пирки калаҫнӑ май паянхи Чӑваш наци конгресӗ ҫинчен те сӑмах пуҫарчӗҫ. Унта хутшӑнакансем шухӑшланӑ тӑрӑх, ЧНКна ют ҫынсене кӗртмеҫҫӗ. Чӑваш Енӗн Культура министерствинче тата ҫӗрте ӗҫлесе тивӗҫлӗ канӑва тухнисене сумлӑ тивӗҫ тупса паракан вырӑн, унта вӗсем хӑйсен кирлӗлӗхне туяҫҫӗ тесе хаклани сисӗнчӗ.
«Тутарсем хушшинче чӑвашланас, каялла чӑваша куҫас шухӑшлисем нумайланни сисӗнет теҫҫӗ. Унпирки шухӑшлакансем вконтакте тӗнче тетелӗнче уйрӑм ушкӑн йӗркеленӗ иккен. Ыттисене те пӗрле пулса чӑвашланма чӗнеҫҫӗ. Кунта кӗрсе пӑхӑр-ха. Эпӗ хам ӗнтӗ пӗрре те тутарсене хирӗҫ мар, анчах та питӗ кӑсӑклӑ ку хыпар», — тесе ҫырнӑ Фейсбукра Владимир Болгарский. Унтан вӑл «Контактра» ушкӑнра пичетленнӗ хыпар каҫҫине https://vk.com/wall-128463089_3 илсе кӑтартнӑ. Ӑна, сӑмах май, 2016 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 16-мӗшӗнче вырнаҫтарнӑ. Асӑннӑ страницӑра ҫапларах чӗнсе каланӑ иккен: «Салам, шӑллӑм-йӑмӑксем! Паян пирӗн хӑватлӑ халӑха тутарсем пек пӗлеҫҫӗ. (...) Пирӗн пӗрлӗх историри ҫак тӗрӗсмарлӑхпа кӗрешсе халӑхӑмӑра унӑн чӑн ятне — чӑваша — тавӑрасшӑн».
«Чӑваш вӑл пӗтмелли халӑх мар ҫав», — палӑртнӑ шухӑшне ҫак хыпара Фейсбукра сӳтсе явакансенчен пӗри, республикӑри паллӑ тележурналист, поэт, драматург Марина Карягина.
Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев тӗнче тетелӗсенчи халӑх страницисенче регистрациленесшӗн мар. Мӗншӗн апла шухӑшланине вӑл «Чӑваш Ен» ПТРКн «Приложение силы» телекӑларӑмра ӑнлантарса панӑ. Ҫав вӑхӑтрах ытти кӗпӗрнаттӑрӑн страницӑсем пуррине вӑл хурламасть.
Элтепер халӑх сечӗсем пирки мӗн шухӑшланипе тата ҫавна мӗнле хакланипе кӑларӑмра Пӗтӗм Раҫҫейри халӑх фрончӗн хастарӗ Мария Печенкина кӑсӑкланнӑ.
«Эпир халӑх ҫинчи ҫынсем, пирӗнпе ҫыхӑннӑ мӗнпур хыпар тӗнче тетелӗнче пур», — тенӗ вӑл.
Чӑваш Ен ертӳҫи Михаил Васильевич халӑх тетелӗсенчи хыпара улӑштарса ылмаштарнине кӑмӑлламасть, ҫавӑнпа вӑл хӑйӗн страницине йӗркелеме тӑхтать. Ҫапларах хуравланӑ Михаил Игнатьев «Приложение силы» (чӑв. Вӑй хуни) телекӑларӑмра.
Юрий Янилкин блогер Фейсбукри хӑйӗн страницинче темиҫе кун каярах Чӑваш Енӗн культура министрӗн Константин Яковлевӑн ячӗпе ҫыру вырнаҫтарнӑ. Унта вӑл Ютуб видеохостингра ofizery канала тытса пынине пӗлтернӗ. 6 ҫул ӗҫлекен канал чӑваш культурин, эстрадин, классика музыкин, ӳнерӗн ҫитӗнӗвӗсемпе паллаштарнине палӑртнӑ. Каналпа паллашма ҫырӑннисен шучӗ 1700-тен иртнӗ, куллен 2 пине яхӑн ҫын унти видеосене пӑхать-мӗн. Ултӑ ҫулта канала 2,5 миллион хут пӑхнине, унта 5 пине яхӑн видео пулнине те асӑннӑ.
Каналта Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн симфони оркестрӗн 85 ҫулхи юбилей концертне те вырнаҫтарнӑ иккен. Анчах автор правине пӑснӑ тесе видехостинга ҫӑхавлакансем тупӑннӑ, хостинг канала хупасси пирки блогера асӑрхаттарнӑ.
Каярах ҫак ыйту татӑлнӑ. Театрӑн ертӳҫисем ҫӑхавламанни, унта ӗҫлекенсем кӑмӑлсӑрланни палӑрнӑ.
Чӑваш Енри влаҫ органӗсен сайчӗсене ҫӗнетес ӗҫ малалла пырать. 7 ведомство ҫӗнӗ верси ҫине куҫнӑ ӗнтӗ: дизайнӗ улшӑннӑ, функционал анлӑланнӑ.
Ҫӗнӗ тытӑм 5-6 тӗп пайсенчен тӑрать. Кашнинче хыпарсемпе, МИХсенче пичетленнӗ статьясемпе, саккун улшӑнӑвӗсемпе паллашма пулать. Пӗр-пӗр сӑмахпа кирлӗ текста та шыраса тупма май пур. RSS-лента ӗҫлет.
Ҫӗнӗ сайтсем хальхи йышши браузерсемпе килӗшсе тӑраҫҫӗ. Ҫавӑн пекех мобильлӗ верси те пур. Халӑх тетелӗсенче сайтри хыпарпа пайланас килет-и? Малашне ҫакна тума ҫӑмӑлрах пулӗ.
Ҫулталӑк вӗҫлениччен ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсем пурте ҫӗнӗ верси ҫине куҫӗҫ. Ҫитес ҫул вара вырӑнти хӑйтытӑмлӑх органӗсем сайчӗсене ҫӗнетӗҫ.
Елчӗк ҫӗрӗ ҫинче ҫуралса ӳснӗ Владислав Николаева хӑшӗсем драматург евӗр те пӗлеҫҫӗ-ха. Маттур чӑваш тӗрлӗ жанрпа хайлавсем ҫырать.
Фейсбукра вӑл паян: «Сирӗн шухӑшӑра пӗлес килет, ҫавӑнпа ҫыратӑп та ку ҫырӑва», — тесе шӑрҫаланӑ май халиччен ҫырнисене пухса 2 кӗнеке кӑларас шухӑшлине пӗлтернӗ. Пӗрремӗшне вӑл калавсен пуххи евӗр кун ҫути кӑтартасшӑн, иккӗмӗшне — кулӑш калавӗсемпе юптарусене.
«Ҫак кӗнекесем тухсан вӗсене туянакансем пулӗҫ-ши тетӗп, акӑ мӗн канӑҫсӑрлантарать мана», — Фейсбукри тусӗ-юлташӗпе, пӗлӗшӗ-паллаканӗпе канашлать Владислав Николаев. «Эсир, сӑмахран, вуланӑ пулӑттӑр-и?» — ыйтать вӑл. Шухӑша пӗлтерес кӑмӑллисем валли Владислав хӑйӗн электрон адресне те кӑтартнӑ Vlaq-Nikolayev-1974@yandex.ru.
Альбина Юрату сӑвӑҫ халӑх тетелӗсемпе туслине чылайӑшӗ пӗлет пулӗ. Вӑл унта ӑҫта тухса кӗнине пӗлтерсе тӑрать, чун ыратӑвне те уҫса парать.
Халӗ Альбина Юрату тӑван чӗлхене упрама чӗнсе ҫырнӑ. «Тӑван чӗлхене упрама хӑрар мар!!! Чӗлхене ҫухатсан хамӑра та халӑх пек ҫухататпӑр!!! Саккун пире тӑван чӗлхепе калаҫма чармасть... Давайте беречь родной чувашский язык!!! Закон нам это не запрещает... И не надо бояться открыто защищать родной язык... Ведь нам его по наследству передали наши предки... Нас за это никто в тюрьму не посадит... Если не будем защищать его, то останемся на развалинах истории... С любовью ваша Альбина Юрату...», — тенӗ унта вун-вун юрӑ валли сӑвӑ икӗ чӗлхепе ҫырнӑ автор «Пӗр класрисем» страницӑра. Хӑйӗн сӑмахне вӑл Раҫҫей Конституцийӗн 68-мӗш статйине илсе кӑтартнӑ.
Тӗнче тетелӗнче Шупашкарта хӑрушӑ маньяк ҫӳрет тесе сас-хура сарӑлнӑ. Вӑл ҫынсене вӗлерсе ваклать имӗш. Тӗнче тетелӗнче ҫынсем пӗр-пӗрне хӑрушӑ историсем каласа кӑтартаҫҫӗ.
Унта пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫав маньяк темиҫе хӗре вӗлернӗ. Вӑрманта вӗсен виллин пайӗсене тупнӑ-мӗн, юнашар кӑвайт ҫуннӑ. Ҫавӑнтах маньякӑн перчеткине тупнӑ имӗш.
Шупашкарта маньяк чӑнах та пур-шим? Полици лӑпланма ыйтать: Шупашкарта нимӗнле маньяк та ҫук. Ку хыпар — суя. Следстви управленийӗ халӑх тетелӗнче, мессенджерсенче асӑрхануллӑ пулма ыйтнӑ. Унти пур хыпара та ӗненме ан васкӑр.
Чӑваш наци вулавӑшӗн «Чӑваш кӗнеки» центрӗ пурне те вулав клубне йыхравлать.
«Пирӗн тӗллев – чӑвашла нумайрах вуласси, чӑваш литературипе тӗплӗнрех паллашасси, чӑвашлӑха аталантарасси. Кашни тӗл пулура пӗр-пӗр авторӑн кӗнекине сӳтсе яватпӑр, шухӑшсене, кӑмӑл-туйӑмсене пӗлтеретпӗр, чӑвашла хитре те тӗрӗс калаҫма хӑнӑхатпӑр, хамӑр пултарулӑхпа паллаштаратпӑр, литература тата чӗлхе вӑййисем вылятпӑр», — тесе хыпарланӑ халӑх сечӗсенчен пӗринче.
Пӗрремӗш тӗлпулӑва юпа уйӑхӗн 26-мӗшӗнче 18:00 сехетре вулавӑшӑн «Чӑваш кӗнеки» центрӗнче ирттереҫҫӗ. Пӗрремӗш калаҫу Марина Карягинӑн «Кӗмӗл тумлӑ ҫар» кӗнеки тата авторӑн пултарулӑхӗ пирки пулӗ.
«Кӗмӗл тумлӑ ҫар» кӗнекене эсир Наци библиотекинче илсе вулама пултаратӑр! Хапӑл туса кӗтетпӗр!» — тенӗ унта.
Чӑваш Енӗн юстици министрӗ Наталья Тимофеева «Правда ПФО» интернет-хаҫатри статьясенчен пӗрин айӗнче комментари хӑваракансен шухӑшне ырламасӑр Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствине тавӑҫпа тухнине эпир пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: ав хута шута илсе йӗрке хуралҫисем «Правда ПФО» интернет-хаҫатран комментаторсен IP-адресӗсене ыйтса ҫырнӑ. Саккунпа килӗшӳллӗн кӑларӑм йӗрке хуралҫисене IP-адрессене пӗлтерме тивӗҫ тенӗччӗ эпир ҫав хыпар тӑрӑх.
Асӑннӑ кӑларӑмра ӗҫлекен Александр Белов журналист Фейсбукра паян ҫӗнӗ хыпар пӗлтернӗ. Вӑл ҫырнӑ тӑрӑх, кӑларӑмӑн генеральнӑй директорӗ Василий Гуськов суд йышӑнӑвӗ пулсан ҫеҫ IP-адрессене право хуралҫисене пӗлтерӗҫ.
Тепӗр майлӑ каласан, сӑмах кӳрентернине экспертсем тата суд урлӑ ҫирӗплетсе памалла, кайран ҫеҫ кӳрентерекене шырамалла.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |